Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре Атӑлта хӗр виллине тупнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара катерпа илсе кайнӑ. Ҫав хӗр 21 ҫулта пулни паллӑ. Вӑл Атӑл леш енче путса вилнине те палӑртнӑ.
Ку инкек пулнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ те ҫирӗплетет. Ҫак кунсенче республикӑра ҫанталӑк ҫуллахи пек шӑрӑх тӑчӗ. Хӗр шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ-и? Е урӑх сӑлтава пула-и? Хальлӗхе паллӑ мар-ха. Следовательсем ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрӗн ятне-шывне те палӑртаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти ГЭС дирекцийӗ умӗнчи лапамра митинг ирттернӗ. Партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен митинга 300-е яхӑн ҫын тухнӑ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов, «Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗ» общество организацийӗн республикӑри ертӳҫи Тамара Манаева, Григорий Михайлов хастар, 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пурӑнакансен канашӗн ертӳҫи Элеонора Щетинина тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Борис Талатин тухса калаҫнӑ.
Митинга пухӑннисем ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе резолюци хатӗрленӗ. Унӑн пункчӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева вӑхӑт ҫитичченех отставкӑна яма ыйтни.
Чӑваш Енре «Ҫулталӑкри вӗрентекен» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ку ята кам тивӗҫнӗ-ха?
Конкурса 26 вӗрентекен хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта ачасене пӗлӳ паракан Лариса Семеновӑна вара ҫитекенни пулман.
Конкурсҫӑсене саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Лариса Семенова республика ертӳлӗхне педагогика тытӑмӗ валли нумай ӗҫ тунӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
«Ҫулталӑкри воспитатель» номинацире Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи Наталия Машанова ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» - Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей вӗрентекенӗ Елена Порфирьева. «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Етӗрне районӗнчи Тури Ачак шкулӗнчи Татьяна Яжейкина. «Ҫулталӑкри психолог» - Трак шкулӗнчи Анастасия Васильева. «Педагогика дебючӗ» номинацире Шупашкарти 19-мӗш шкул вӗрентекенӗ Татьяна Мигушова мала тухнӑ.
Ҫак кунсенче ачасене хула тулашӗнчи лагере канма ямашкӑн черете ҫырӑнтарас кампани пырать. Республика шайӗнче ку ыйтӑва темиҫе хутчен те сӳтсе явнӑччӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев ку енӗпе лару-тӑру лӑпкине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлусенчен пӗринче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ.
Путевка илес кампание кӑҫал тӑватӑ тапхӑрпа йӗркелерӗҫ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен заявленисене ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин центрӗсенче йышӑнма пуҫларӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенчисем валли уйӑрма тытӑнчӗҫ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Ытти муниципалитетра ҫак кампани паян, ирхи тӑхӑр сехетре, пуҫланать.
Канаш район хаҫачӗн редакторӗ Людмила Шурекова Фейсбукра паян ирпе ҫырнӑ тӑрӑх, унти шкулсенчен пӗринче ҫӗркаҫах, сакӑр сехет тӗлӗнче, ҫынсем черете тӑрса тухнӑ. Унтан та ытларах — канма каяс текенсен заявленийӗсене ӗнерех ятарлӑ тетрадь урлӑ йышӑнма пуҫлассине пӗлтернӗ иккен. Хаҫатҫӑ вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗпе калаҫса илнӗ хыҫҫӑн саккунлӑ мар ҫак процедурӑна пӑрахӑҫланӑ.
Ҫыравҫӑ-поэтсем вулакансемпе тӗлпулу час-часах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарма вӗсем вулавӑшсене, шкулсене, ача пахчисене тухса ҫӳреҫҫӗ.
Альбина Юрату сӑвӑҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Пилеш» ача пахчине ҫӳрекенсемпе тӗл пулнӑ. Вӗсемпе поэт С. Маршак ячӗллӗ вулавӑшра курнӑҫнӑ.
Альбина Юрату халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хайӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасемпе вӑл Чӑваш чӗлхин эрни иртнӗ май тӗл пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсемпе ирттернӗ мероприяти поэта питӗ килӗшнӗ. Вӗсем те поэтпа пӗрле сӑвӑсем вуланӑ. Пӗчӗкскерсем пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пирки чунтан шухӑшланине палӑртнӑ.
Ачасемпе тӗл пулма май туса панӑшӑн Альбина Юрату вулавӑш ӗҫченӗсемпе воспитательсене тав тӑвать.
Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ Эльвира Кузьмина «Хурал» халӑх хуралӗн дружинникӗ пулса тӑнӑ. Ҫавна ӗнентерекен атрибута ӑна дружина командирӗ Владимир Артемьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Мероприяти ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗкри «Хӗлхем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта халӑх дружинникӗсен штабӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Ирина Павлова вара асӑннӑ хулари гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен управленийӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм пӑр ҫинчи икӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки вӑл тивӗҫлӗ органсене систернӗ. Хӗрарӑмӑн утӑмне ҫӑлавҫӑсем пысӑка хурса хакланӑ, инкеке сирме пултарнӑшӑн тесе ӑна тав тума йышӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн пуҫлӑхне службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен заведующи должноҫне пӗр ҫынна илме приказ кӑларнӑ. Леш вара урӑх организацире ӗҫленӗ. Тепӗр ҫулталӑкран ҫав этем Тутарстана пурӑнма куҫса кайнӑ. Апла пулин те шкул пуҫлӑхӗ паллаканӗ шкулта ӗҫленӗ пек табельте паллӑ туса пынӑ.
Халӗ тӗпчевҫӗсем бухгалтери хучӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, ытти документа та вӗсем тишкерӗҫ. Пӑтӑрмаха Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗпе тата коррупципе кӗрешекен пайӗ тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Икӗ уйӑх каялла Германири Филипп Риталер Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел модулӗсен савутне командировкӑна килнӗ. Вӑл ун чухне «баханкӑна» — «УАЗ Комби» маркӑллӑ машинӑна — килӗштернӗ.
Нумаях пулмасть Филипп каллех Чӑваш Ене килнӗ. Хальхинче вӑл ҫав машинӑна туянма самолетпа вӗҫсе ҫитнӗ. Вӑл ӑна 650 пин тенкӗпе туяннӑ. Германире кунашкал класлӑ машинӑсем икӗ хут хаклӑрах-мӗн.
Филипп Риталер Германие самолетпа мар, «буханкӑпа» каясшӑн. Унта ҫитмешкӗн — 3 пин ытла ҫухрӑм. Анчах ку нимӗҫе шиклентермест. Унта вӑл машинӑна сӑрласшӑн, хӑтлӑлатасшӑн. Кайран тусӗсемпе Европӑна ҫулҫӳреве каясшӑн.
Филипп Чӑваш Ене тек килмӗ. Кунта туяннӑ «баханка» ӑна пирӗн республика пирки аса илтерӗ.
Хӗрарӑм ачине пульницӑра хӑварнӑ. Хӑй килсе те курмасть. Пациентсем ача шӑпишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ.
Ултӑ уйӑхри ача пульницӑра виҫӗ уйӑх выртать ӗнтӗ. Унӑн амӑшӗ тухса тарнӑ та килсе те курӑнман. Пульницӑра выртакан хӗрарӑмсем пӗчӗкскер ҫине пӑхса шеллеҫҫӗ. Вӗсен чунӗ ыратать.
Пульница ӗҫченӗсем ачана пӑхаҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ. Амӑшӗ килсе курӑнмасан пӗчӗкскере урӑх ҫемье хӑйӗн хӳттине илӗ. Ҫакна тума хатӗр ҫемьесем хулара пур.
Хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарас ыйтӑва судра пӑхса тухмалла. Хальлӗхе ача пульницӑрах юлать, ӑна унта лайӑх пӑхаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |